Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗр тӑрӑхри ялсем

Вунсаккӑрмӗш ӗмӗртен (1701-мӗш ҫултан) пуҫласа ялсенчен ушкӑнсем уйрӑлса, тепӗр вырӑнта ҫӗнӗ чӑваш ялӗсем тӑвасси сайра-хутра ҫеҫ пулкаланӑ. Мӗншӗн тесен, вӗсем валли — ҫӗрӗсем те, вӑрманӗ те сахаллансах пынӑ. Ялсем 10-100 килтен тӑнӑ. Уйрӑлса тухма чарӑнсан, килсен тата пурӑнакансен хисепӗ ӳсме тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра анлӑ Атӑлпа сарлака Сӑр юханшывӗсем хуш-шинче вырнаҫнӑ Чӑваш Республики 1760 ялпа 16 хуларан тытӑнса тӑрать, вӗсенче 1 миллион та 363 пин ҫын пурӑнать. Республикӑна 21 район ҫине пайланӑ, вӗсенче пӗр евӗрлӗрех ятпа никӗсленнӗ ялсем сахал мар. Тӗслӗхрен, акӑ, Шӗмшеш тата ЭтменЭлӗкпе Хӗрлӗ Чутай районӗсенче, Ямаш ятлисем вара Ҫӗрпӳ, Канаш, Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне районӗсенче тӗл пулаҫҫӗ. Пирӗн малаллахи сӑмах шӑпах ҫав ялсем ҫинчен пулӗ те.

Шӗмшеш

Ӑҫтан тухнӑ-ши ку сӑмах, тата вӑл мӗне пӗлтерет? Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институчӗн сотрудникӗ Л.Петров хӑйӗн Хӗрлӗ Чутайри «Коммунизм ҫулӗпе» хаҫатӑн 1987 ҫулхи раштавӑн 24-мӗш номерӗнче пичетленнӗ статйинче ҫапла ҫырать: «Архив материалӗсем тӑрӑх Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шӗмшеш ялӗ, халӗ Элӗк районне кӗрекен, Выл юханшывӗн пӗр юппинче вырнаҫнӑ Шӗмшеш ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ. Шӗмшеш — ҫармӑс сӑмахӗ, чӑвашла куҫарсан вӑл «хура юханшыв юппи» пек курӑнать. Апла пулсан кунти халӑх ҫармӑс йӑхӗ мар-ши?»
Чӑнах та, Элӗк районне кӗрекен Шӗмшеш — район центрӗнчен ҫирӗм ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пысӑк ял. Унпа юнашарах — Улӑх Шӗмшеш. Урамсем тарӑн ҫырман икӗ енӗпе тӑсӑлаҫҫӗ. Ҫырмара ҫулталӑкӗпех ача-пача, хур-кӑвакал савӑнать. Виҫ-тӑват ҫухрӑмри Йуҫпан ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмантан юхса анакан шыв Ҫӗнушкӑн Шӗмшешпе Шӗмшеш ялӗсен ҫурҫӗр енӗпе, Улӑх Шӗмшеш ялне икке уйӑрса, лӑпкӑн юхса иртет. Асӑннӑ ялсемпе юнашарах, ҫырман сылтӑм ҫыранӗнче, Туҫи Шӗмшеш курӑнать. Тепӗр ҫухрӑмранах шыв, Этмен ялӗ тӗлӗнче, Выл юханшывпа пӗрлешет те Сӑра васкать. Авӑ ӑҫтан тапранать ҫав авалхи ял ячӗсен пӗлтерӗшӗ. Кунсӑр пуҫне тата Шӗмшеш ялӗн кӑнтӑр хӗвел тухӑҫ енчи виҫӗ ҫухрӑмра Сурӑмпуҫ Шӗмшеш ятлӑ ял пур. Вӑл ял та Сурӑм юханшывӗ пуҫланакан ҫырман икӗ енӗпе вырнаҫнӑ.
Ҫапла вара «хура юханшыв юппин» ҫармӑсла сӑмахӗ — шӗмшеш. Ҫав сӑмахран ӗнтӗ шӑпах Шӗмшеш, Улӑх Шӗмшеш, Туҫи Шӗмшеш, Сурӑмпуҫ Шӗмшеш ялӗсем пулса кайнӑ та. Анчах, пирӗн асаттесемпе асаннесен аслашшӗсемпе асламӑшӗсем ку тӑрӑхра хӑҫан пурӑнма пуҫланине ҫирӗплетсех калама йывӑр. Ҫапах та асӑннӑ ялсен историйӗ 300 ҫултан пӗрре те кая мар, чылай ытларах та. Ҫакӑ тӗрлӗ архив докуменчӗсенчен аван палӑрать. Тӗслӗхрен, акӑ, Шӗмшешре 1740 ҫулта йывӑҫ чиркӳ ҫӗкленнӗ. Тем сӑлтава пула вӑл юрӑхсӑра тухсан, ҫавӑнтах 1804 ҫулта тепӗр йывӑҫ чиркӳ туса лартнӑ. Ӗлӗк хӑш-пӗр ҫӗрте чиркӳ ҫурчӗсем ҫунса кайнӑ. Ку чиркӳсен шӑпи еплерех вӗҫленнӗ-ши? Юлашкинчен, 1881 ҫулта, ялти виҫҫӗмӗш чиркӗве кирпӗчрен купаланӑ. Вӑл паянхи кунчченех упранса юлнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул (1941) унӑн ӗҫне чарса лартнӑ, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче чиркӳ алӑкӗсем тепӗр хуг уҫӑлнӑ.
Шӗмшеш ялӗсем пӗр-пӗринпе туслӑн, килӗштерсе пурӑннӑ. Вӗсене тӗрлӗ ҫулсенче администраципе территори пайланӑвӗсем ытлашши уйӑрсах ярайман. Малтанах ҫав ялсем Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне уесне кӗнӗ Шӑматпа Элӗк вулӑсӗсене пӑхӑнса тӑнӑ. Уессемпе вулӑссем вырӑнне, 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, районсемпе ял Совечӗсем йӗркелесен, вӗсем пурте Шӗмшеш ял Советнех юлнӑ, унпа пӗрлех Элӗк, Советски, Етерне районӗсенче пурӑнса курнӑ. Юлашки вӑтӑр виҫӗ ҫулне ку ялсем Элӗк район тытӑменче ирттерсе пыраҫҫӗ.
Ялсен аталанӑвне тишкерсе пӑхсассӑн, чи малтан пирӗн ума Шӗмшеш сали тухса тӑрать. Ҫӳлерех асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, таврари халӑха турӑ йӗркипе вӗрентсе воспитани пама унта 1740 ҫултах чиркӳ уҫнӑ. Ял ҫыннисем ҫине тӑнипех пулӗ 1862-1865 ҫулсенче патшалӑх пурлӑх министерствин шкулӗ те ӗҫленӗ. Вӑл хупӑнсан вара, 1877 ҫулта, земство училищи уҫӑлнӑ. Ялти шкулӑн 135 ҫулхи историйӗнче ырӑ улшӑнусем сахал мар. Унтан вӗренсе тухнисенчен чылайӑшӗ, хӑйсен пӗлӳ шайне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӳстернӗ, республикӑра паллӑ ҫынсем пулса тӑнӑ. Сӑмахран, Шӗмшешри вырӑс ҫемйинче 1929 ҫулта ҫуралнӑ Авель Харитонова пӗлмен ҫын ҫук та. 1956 ҫултан пуҫласа Чӑваш радиокомитетӗнче 33 ҫул пӗр улшӑнмасӑр диктор пулса ӗҫлерӗ. Халӗ вӑл тивӗҫле канура, Шупашкартах пурӑнать. Ҫавӑн пекех Тури Шӗмшеш ялӗнче пурӑннӑ, чире пула ачаранах урасемсӗр юлнӑ Федор Муратов (1944-1996) поэт, сӑвӑсен икӗ кӗнекине асӑнмалӑх кӑларса хӑварчӗ. Виличчен тӑватӑ ҫул маларах ӑна ЧР Писательсен союзне йышӑнчӗҫ. Улӑх Шӗмшешри Геннадий Яковлев вара 1980 ҫултанпа СССР Журналистсен союзӗн членӗ, чылайранпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Пирӗн сӑмах» хаҫат редакторӗ пулса тимлет. Ҫавнашкалах Сурӑмпуҫ Шӗмшешре кун ҫути курнӑ Николай Егоров пирки те асӑнмасӑр иртме ҫук. Вӑл Шупашкарта «Монолитстрой» предприятире пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫлет.
Совет влаҫӗн ҫулӗсенче Шӗмшеш ялӗ сарӑлса та илемленсе пынӑ. 1918 ҫулхи чук уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кунта коммунистсен партийӗн ячейки йӗркеленнӗ. Вӑл пулӑшнипе ялта, 1929 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче, «Большевик» колхоз чӑмӑртаннӑ. Ку ырӑ пуҫарупа Сурӑмпуҫ Шӗмшеш ҫыннисем те килӗшнӗ, тепӗр виҫӗ кунтанах хӑйсем патӗнче «Сорма» колхоз йӗркеленӗ. Сӑмах май, ҫав ялти уйрӑм ҫын патӗнче 1900 ҫулта пуҫламӑш шкул уҫӑлнӑ. Унӑн ҫуртне 1912 ҫулта туса лартнӑ, каярахпа ҫӗнетнӗ. 1961 ҫултанпа вӑл пилӗк ял ачисене тулли мар вӑтам пӗлӳ парать.
Шӗмшеш ял Совечӗ малтанах ҫичӗ яла пӗрлештерсе тӑнӑ. Вӗсенче 1950 ҫулчченех уйрӑм колхозсем пулнӑ. Аллӑмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вак колхозсенчен пӗртен-пӗр Чапаев ячӗпе хисепленекен колхоз туса хунӑ. Ҫав меслетпех Элешкушкӑнь ял Советне кӗнӗ пилӗк ялтан тепӗр Пушкин ячӗпе хисепленекен колхоз юлнӑ. Каярахпа ку ял Советне те, колхозне те Шӗмшешпе пӗрлештернӗ. Вӗсем ҫумнех Выл юханшывӗн сулахай енче вырнаҫнӑ Мӑн Этмен ял Совет тытӑмӗнчи ҫичӗ ялтан тӑракан «Гвардеец» колхоза та ҫавӑрса илнӗ. Ҫапла майпа 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вунтӑхӑр ялтан «Шумшевашский» совхоз йӗркеленчӗ. Ку хуҫалӑх паян та ҫав ятпах, анчах юлашки ултӑ ҫул хушшинче вӑл чылай пӗчӗкленчӗ, малтанхи ҫичӗ ялпа ҫеҫ юлчӗ. Ҫапах вӗсене хурламалли ҫук. Мӗншӗн тесен шӗмшешсем коллективизаци туйӑмне ҫухатасшӑн мар, пурте пӗрле вӑй хурса уй-хирпе выльӑх-чӗрлӗх фермисен тупӑшне ӳстерсе пыма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫитмӗл ҫул каярах Шӗмшеш ялӗнче 148 кил пулнӑ, вӗсенче 737 ҫын пурӑннӑ пулсан, халӗ унта 103 килпе 300 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Администраципе культура центрне паян кирпӗчрен купаланӑ чиркӳ, вӑтам шкул, икӗ хутлӑ культура ҫурчӗ, врач амбулаторийӗ, лавкка, ҫыхӑну уйрӑмӗпе столовӑй, шурӑ ҫӑнӑх тӑвакан арманпа выльӑх-чӗрлӗх фермисем илем кӳрсе лараҫҫӗ. Яла 1961 ҫулта радиофикациленӗ, 1964 ҫулта — электрофикациленӗ, ҫитмӗлмӗш ҫулсенче икӗ урамне те — шыв пӑрӑхӗсем, пӗлтӗр вара газ пӑрӑхӗсем хурса тухнӑ. Кӑҫал чылай килте Ҫӗпӗр газӗ ҫунма тытӑнмалла.

Этмен

1720 ҫулта Пӗрремӗш Петӗр патша Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑха Христос тӗнне йышӑнтарасси ҫинчен Указ кӑларнӑ. Ун тӑрӑх вӑтӑр ҫул хушшинче пӗтӗм чӑваш йӑхне христианизацилесе пӗтермелле пулнӑ. Анчах ку таранччен киремете ӗненсе кӗл туса пурӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ Турӑ законӗпе килӗшмен, чӑтлӑх вӑрмансемпе ҫырма таврашӗсене тарса пытаннӑ, ҫавӑнтах тарӑн тымар янӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗнӗ чӑваш ялӗсем пулса кайнӑ.
Акӑ, Этмен те тӗне кӗмен ҫын пулнӑ. Унӑн ушкӑнӗ Выл юханшывӗн сулахай енне килсе йӑва ҫавӑрнӑ. Шыв хӗррипе хире-хирӗҫ ларса тухнӑ пӳртсенчен пӗрремӗш урам йӗркеленнӗ. Тепӗр урамӗ ӑна урлӑ, хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвел анӑҫнелле тӑсӑлнӑ. Унӑн анат вӗҫӗнче, юханшыв урлӑ ик ҫухрӑмра, Шӗмшеш ялӗ курӑнса ларнӑ, тура каярахпа шкул ҫурчӗ ҫӗкленнӗ. Ҫапла майпа ял "Т" саспалли майлӑ никӗсленнӗ. Ял тавра вӑрман кашланӑ. Ҫитмӗл ҫул каярах килсен шучӗ 80-ран та иртнӗ. Вӗсенче 417 ҫын пурӑннӑ пулсан, халӗ 77 килте 177 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ун чухне ӗнтӗ ял ятне ӗҫ хучӗсем ҫине «Мӑн Этмен» тесе ҫырнӑ.
Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институчӗн тата республикӑри патшалӑх архивӗсенче Мӑн Этмен ялӗнче 1891 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — грамота шкулӗ, 1898 ҫулта вара чирку прихучӗн шкулӗ уҫӑлни ҫинчен пӗлме пулать. Пуҫламӑш шкулӑн ҫурчӗ паянхи кун та тӗрӗс-тӗкелех ларать-ха. Унта таврари Выл Пасар, Кивуй, Шуркасси, Мӑн Этменпе Лутра Пакӑш ачисем ӑс пухаҫҫӗ. Ҫӗр ҫул хушшинче ҫав шкулӑн парттисем миҫе ачана тӗрӗс ларма хӑнӑхтарнӑ-ши? Миҫе ача вулама, хитре ҫырма, шутлама вӗреннӗ-ши? Чылайӑшӗ ку шкул хыҫҫӑн вӑтам, аслӑ шкулсене ҫӳренӗ; офицерсем, тухтӑрсем, инженерсем, техниксем пулса тӑнӑ. Тӗслӗхрен, ака, Аркадий Лукин (1934-1995) поэтпа Александр Волков (1946-1991) прозаика СССР Писателӗсен союзне йышӑннӑ. Ҫавнашкалах Петр Волковпа Вячеслав Шингарев, Валерианпа Вячеслав Федоровсем тата Татьяна Крылова журналистикӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ, хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Ку ялтах ҫуралса ӳснӗ И.Журавлев (1914-1997) вара Чӑваш АССР прокурорӗ те пулнӑ.
Совет влаҫӗн ҫулӗсенче, 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — ял Совечӗ, 1929 ҫулта «Красный пахарь» колхоз йӗркеленнӗ. Ҫав ҫул тӗлне Мӑн Этмен ялӗнчи хресченсен пӗр ушкӑнӗ Туҫи Шӗмшеш ялӗ ҫумне уйрӑлса тухса пӗчӗк Этмен выселки туса хунӑ. Ун чухне, 1926 ҫулхи перепись тӑрӑх, выселкӑра 44 кил пулнӑ, вӗсенче 208 ҫын пурӑннӑ. Икӗ ял халӑхӗ. 1930 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Прожектор» колхоза пӗрлешнӗ.
Колхозлӑ ял ҫыннисен пурнӑҫне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатас, вӗсен культурипе тавракурӑмне анлӑлатас шутпа ял Советӗнчи пилӗк ялне те 1961 ҫулта радиофикациленӗ, 1964 ҫул вӗҫӗнче электрофикациленӗ, аллӑмӗш ҫулсенче пӗрлешсе пысӑкланнӑ «Гвардеец» колхозӑн тӗп усадьби (Кивуй ялӗ) таранах районтан килекен ҫула ҫитмӗлмӗш ҫулсен вӗҫӗнче хӑпартса тухнӑ, 1982 ҫулта Выла юханшыв урлӑ кӗпер ӗҫе кӗнӗ. Ҫав ҫулсем тӑрӑх 1990 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Етӗрнепе Шупашкартан, 1993 ҫулта вара Элӗкрен те автобус маршручӗсем уҫрӗҫ.

Ямаш

Ямаш тӗне кӗмен чӑваш пулнине чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институчӗн архив докуменчӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку ятпа ҫыхӑннӑ ялсем республикӑри икӗ районта вуннӑ пулсан, Кӗҫӗн Ямашпа Мӑн Ямаш пӗр-пӗринчен ҫичӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ӗлӗк вӗсем Етӗрне уесӗнчи Шӑмат вулӑсне пӑхӑнса тӑнӑ. Районсем йӗркеленсен те икӗ ял халӑхӗ пӗрле пулма тӑрӑшни палӑрать. Малтанах Кӗҫӗн Ямашӗ — Элӗк, Мӑн Ямашӗ Хӗрлӗ Чутай районӗсене кӗнӗ, 1939-1956 тата 1962-1965 ҫулсенче вӗсем Советскипе Етӗрне районӗсенче пӗрле пулса курчӗҫ.
Ӑҫтан тата хӑҫан килсе тухнӑ-ха ку тӑрӑха Ямаш йӑхӗсем? Кун пирки истори наукисен кандидачӗ Арсений Изоркин Етӗрнери «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн 1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пичетленнӗ «Первые выселки» статйинче ҫапла ҫырать:
«Выселок это поселение на новом месте, выделившееся из старого селения. Если прежнее селение уже разрастало, то из него могли выделяться разом более десяти семей, такие группы из 50-60 и более человек быстрее приживались на новом месте, которые через два-три поколения сами давали выселки. Именно таким оказались отпочковавшиеся еще в конце XV века (1495г.) от деревни Шуматово роды Янасала (с.Александровское), Кильдиша и Ямаша. От их родов пошли современное Кильдишево и село Большое Ямашево. Этим селениям исполнилось 500 лет. Вместе с Шуматовым за последующие пять веков они в общей сложности дали более 30 деревень, которые до революции Великого Октября входили в одну большую сложную земельную общину.»
Хӑш вырӑна килӗштернӗ тата вырнаҫма май килнӗ уйрӑлса тухакан ямашсем? Малтанах Выл юханшывӗ тӑрӑх Мӑн Этментен икӗ ҫухрӑм анаталла анӑпӑр та, сылтӑм ҫыранран тӑвалла тӑсӑлакан Кӗҫӗн Ямаша ҫитсе кӗрӗпӗр. Ял пысӑк мар. Вӑл Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял администрацине кӗрекен вунӑ ялӑн тата пӗрлешсе пысӑкланнӑ «Колос» колхозӑн пӗр пайӗ шутланать. Ӗлӗкхи халӑх перепиҫне сӑнаса пӑхсан, 1858 ҫулта ку ялта 30 кил пулни, вӗсенче 245 ҫын пурӑнни палӑрать. Ял ҫумӗнче 18,4 гектар вӑрмӑн та пулнӑ иккен. Хресчен хуҫалӑхне коллективизациленӗ тапхӑрта, 1929 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче, «Ямаш» ятлӑ колхоз йӗркеленнӗ. Ун чухне килсен шучӗ 56-а ҫитнӗ, 265 ҫын пурӑннӑ. Ял ачисем юнашарах вырнаҫнӑ Мӑн Пакӑш ялӗнчи 1898 ҫулта уҫӑлнӑ грамота шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫулсем иртсен вӗсенчен чылайӑшӗ паллӑ ҫынсем пулса тӑнӑ. Тӗслӗхрен, акӑ, Ямашра ҫуралса ӳснӗ Ф.Н.Орлов (1913-1988) летчик иртнӗ вӑрҫӑра хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ, офицер званийӗпе полковник таранах ӳснӗ. Ҫав ялти В.П.Куралев вара 1937-1938 ҫулсенче Элӗкри райхаҫат редакторӗ пулнӑ...

* * *<<
...Элӗкпе Етӗрне районӗсен чиккинче, хӗвел анӑҫӗнчен хӗвел тухӑҫнелле, Шуркасси ялне сылтӑма хӑварса, тепӗр пӗчӗк юханшыв авкаланса анать те Кӗҫӗн Ямаш тӗлӗнче Выл юханшывӗпе пӗрлешет. Ҫав юханшыв тӑрӑх тӑвалла тепӗр ҫичӗ ҫухрӑм хӑпарсан, сулахай енчен юпленсе тухакан тарӑн ҫырма вӗҫӗсенче, виҫӗ урамлӑ Мӑн Ямаш ларни курӑнать. Ҫак йӑмраллӑ чӑваш ялӗ хӑйӗн кун-ҫулне 33 ҫул ӗнтӗ Элӗк районӗнче ирттерет, ун ҫинчен архив докуменчӗсем ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: 1795 ҫулхи перепись тӑрӑх ялта 44 килте 407 ҫын, ял ҫумӗнче 566,7 гектар вӑрман, сухалама 742 гектар ҫӗр пур. Ҫулсерен килсен шучӗ ӳссе, урамӗсем вӑрӑмланса та йышланса пынӑ. Ҫитмӗл пилӗк ҫул каярах 143 килте 725 ҫын пурӑннӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра кунта 120 кил тата 300 ҫын ытларах ҫеҫ юлнӑ. Ялта 1885 ҫулта шкул. 1898 ҫулта йывӑс чиркӳ уҫӑлнӑ.
Совет влаҫӗн ҫулӗсенче Мӑн Ямашра партипе комсомол ячейкисем (1918, 1924ҫ.ҫ.) чӑмӑртаннӑ, 1927 ҫулта — ял Совечӗ, 1929 ҫулта «Заря» колхоз йӗркеленнӗ. Вӑтӑрмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех чиркӳрен касса тунӑ ҫуртра ҫичӗ ҫул вӗренмелли икӗ хутлӑ шкул 1934-1994 ҫулсенче таврари ял ачисене ӑс парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларса пынӑ. Калас пулать, асӑннӑ шкултан тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнисенчен 40-шӗ — Мӑн Ямашран, 20-шӗ Яккушкӑнь ялӗнчен пысӑк званиллӗ офицерсем пулса тӑнӑ. Кун пеккисем кӳршӗ ялсенче те сахал мар. Генерал-майора тивӗҫекенни вара каллех Мӑн Ямаш ҫынни З.Т.Трофимов (1897-1961) иккен. Ҫак шкул партти хушшинче ларнӑ Йӗрӗхкасси каччи Георгий Краснов тата Мӑн Ямашри Виссарион Синичкин, Владимир Михайлов, Геннадий Савельев ҫыравҫӑ ҫулӗпе кайнӑ.
Юлашкинчен ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: Элӗкпе Етӗрне районӗсен чиккинче, пӗр-пӗринчен инҫех мар вырнаҫнӑ Шӗмшеш, Этмен, Ямаш ялӗсем авалтанпах килӗштерсе, тӑванлӑх тымарӗсене упраса пурӑннӑ. Ялсем тулса ҫитсен те, вӗсенчен уйрӑлса тухнӑ ушкӑнсем Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче юнашарах тымар янӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн историе пӗлмелле, аякри ялсемпе хамӑр ҫыхӑнӑва вӑйлатса пымалла.

Геннадий Савельев
, таврапӗлӳҫӗ
Хыпар, 1998, ҫурла, 25


 
Категорисем: Ямаш, Этмен, Шӗмшеш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-08-13 18:42:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8880 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем